Валентина Владимировна Федорова 68 ҫулта пулин те, скандинавла утма, велосипедпа тата йӗлтӗрпе ярӑнма кăмăллать. Валентина Владимировнӑна ҫиччӗмӗш теҫеткепе пынине ӗненме те ҫук, мӗншӗн тесен вӑл тантӑшӗсенчен чылай ҫамрӑкрах курăнать. Хастар, яланах лайăх кӑмӑл-туйӑмлă хӗрарӑм садне пӑхма, ачисене пулӑшма тата хӑйӗн сывлӑхне сӑнама ӗлкӗрет.
Валентина Владимировна спортпа ҫамрӑкранах туслӑ. Техникумра вӗреннӗ чухне ҫӑмӑл атлетикӑпа киленнĕ тата ӑмӑртусенче хӑйӗн техникумĕн чысне хÿтĕленĕ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан вӑл ялти культура пурнӑҫӗнче хастар пулнӑ, ҫавӑн пекех хӑйӗн сывлӑхне тĕреклетнĕ. Пенсионерка паян кунчченех велосипедпа кӳршӗри яла ҫӳрет, йӗлтӗрпе чупать, скандинави уттипе аппаланать. Хӗрарӑмӑн мӑнукӗпе мӑнукӗн ачи спорт киленĕвне пулӑшса тӑраҫҫӗ. Мӑнукĕ Анастасия ишевпе тренировкăсене çÿрет, 15 ҫулхискерĕн медальпе малти вырӑнсем нумай.
— Эпӗ часах 70 ҫул тултаратӑп, анчах та эпӗ хаман та тренировка тӑватӑп. Ҫакна мӗнле тума пулать? Питӗ ансат. Юлхава пытарас пулать. Нимӗнле вӑрттӑнлӑх та ҫук — ку ҫамрӑк чухнехи пурнӑҫ йӗрки ҫеҫ, — каласа парать Валентина Владимировна.
Валентина Владимировнан кунĕ зарядкӑран пуҫланать: мӑйӗ валли упражненисем, алӑсем, кукленмелли упражненисем тăвать.
— Юратманнисемпе юратнӑ упражненисем ҫук манӑн — маншӑн пурпӗрех. Ҫавӑн пек пӗчӗк упражненисем тума дисциплина та, вӑй та кирлӗ. Вӗсем ҫук пулсан результат пулмасть, — каласа парать Валентина Федорова.
Пенсионерсен тӳпи — шахматла вылясси тата ҫыхасси, тесе шутлаççĕ чылайашсем. Анчах Валентина Владимировна кирек мӗнле ҫулта та хастарлӑ пурӑнма кирлине хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетсе парать.
Карина ПАВЛОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Валентина Федорован çемье архивĕнчен.