Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Сывлăхлă пурнăç йĕрки
6 Декабрӗн 2021, 21:10

Пушкӑртстанра пурӑнакан 101 ҫулхи хӗрарӑм коронавируса ҫӗнтернӗ

Ҫак кунсенче ватӑ хӗрарӑма Кумертаури ковид-госпитальтен чĕрĕлсе тухнă.

Пушкӑртстанра пурӑнакан 101 ҫулхи хӗрарӑм коронавируса ҫӗнтернӗ
Пушкӑртстанра пурӑнакан 101 ҫулхи хӗрарӑм коронавируса ҫӗнтернӗ

Пушкӑртстанра пурӑнакан 101 ҫулхи Анисия Матвеевна Камышлова коронавирус чирне ҫӗнтернӗ. Ҫак кунсенче ватӑ хӗрарӑма Кумертаури ковид-госпитальтен чĕрĕлсе тухнă.
Медучрежденире пӗлтернӗ тӑрӑх, Федоровка районĕнчи Федоровка ялӗнче пурӑнакан ватă хĕрарăм хӗрӗпе иккĕш икӗ эрне каялла вӗсем патне лекнĕ. Иккӗшне те коронавирус инфекцине ҫирӗплетсе панӑ. Хӗре каланӑ тӑрӑх, пенсионерка чире йывăр ирттернĕ.
Анисия Матвеевна — вӑрҫӑпа пиҫӗхнӗ ҫын, питӗ чӑтӑмлӑ та пурӑнас кӑмӑллă, палӑртать сиплекен врачĕ Анастасия Трушина . Вӑрҫӑ ветеранӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ кунне тӑван ялти площадьре сывă кĕвĕн епле пулсан та кӗтсе илме палӑртать.
Палӑртса хӑварар: Анисия Матвеевна Камышлова Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1871-мӗш зенитпа артиллери полкӗн йышӗнче телефон ҫыхӑнӑвне тивӗҫтерсе ирттернĕ . Ҫӗнтерӳ кунне Кенигсбергри постра кӗтсе илнĕ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн хĕрарăм ӗмӗр тӑршшӗпех почта службинче вӑй хунӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра пурӑнакан 101 ҫулхи хӗрарӑм коронавируса ҫӗнтернӗ
Пушкӑртстанра пурӑнакан 101 ҫулхи хӗрарӑм коронавируса ҫӗнтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: