Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Районти çынсем сывă пурнăç йĕркишĕн тăраççĕ

Пишпӳлек районӗнчи çынсем ҫанталӑка пӑхмасӑр "Скандинавла утни" мероприятие хутшăннӑ.

Районти çынсем сывă пурнăç йĕркишĕн тăраççĕ
Районти çынсем сывă пурнăç йĕркишĕн тăраççĕ

Пишпӳлек районӗнчи çынсем ҫанталӑка пӑхмасӑр "Скандинавла утни" мероприятие хутшăннӑ.
Скандинавла утни вӑл - физкультурӑн анлӑ сарӑлнӑ тĕсĕ, ятарлӑ патаксемпе усӑ курса ҫӳрессине пĕлтерет, çакă капла пӑхсан йӗлтӗрҫӗсене аса илтерет.
Асӑннӑ акцин тӗллевӗ - сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑласси, халӑх сывлӑхне ҫирӗплетесси тата халӑхӑн сывлӑхне ҫирӗплетес тӗллевпе утассине йӗркелесси. Массӑллӑ спорта аталантарни -республикӑн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри, çав шутра Ситекре те.
Ҫавӑн пек утсан организмри 90 процентран ытла мышцăсем хускалаççĕ. Чи кирли вара, чупнӑ чухнехи пек, ҫурӑм шӑмми, чӗркуҫҫи тата чӗркуҫҫи сыпписем ҫине ытларах нагрузка памаҫҫӗ. Ҫитменнине тата кирек мӗнле хатӗрленӳ шайĕнчи ҫынсене килӗшет, мышцăсемпе сыпăсен ҫирӗплӗхе тренировка тӑвать, йывӑрӑшне йĕркене кĕртет, ура сыпписем, тӗревпе куҫӑм аппарачӗ чирӗсем пуҫланас хӑрушлӑха чакарать.
Халӗ скандинавла утасси анлӑ сарӑлни питĕ лайăх. Ку вӑл уҫӑ сывлӑшра вӑхӑта сывлӑхшӑн усӑллӑ ирттерме лайӑх май, мӗншӗн тесен утмалли процесра чӗрепе юн тымар вӑйĕ ҫирӗпленет, сывлав органӗсен ӗҫӗ лайӑхланать, тӗревпе куҫӑм аппарат ӗҫӗ-хӗлӗ йӗркеленет. Унсӑр пуҫне, спорт тӗсӗ пурне те кӑмӑллӑ.
Çирĕклĕ ял советӗнче пурӑнакансем пурне те пӗрлешме тата скандинавла утма чӗнеҫҫӗ.
Пишпÿлек районĕнчи чылай ялсенче çакнашкал утасси халăх хушшинче анлă сарăлнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: социаллă сетьрен.

Районти çынсем сывă пурнăç йĕркишĕн тăраççĕ
Районти çынсем сывă пурнăç йĕркишĕн тăраççĕ
Районти çынсем сывă пурнăç йĕркишĕн тăраççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: