Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăхлă пурнăç йĕрки
30 Мартӑн 2022, 12:58

«Йĕлме йĕлтĕр» Хушăлкара иртрĕ

 Йӗлтӗр ӑмӑртӑвне яланхи пекех халăх йышлă хутшăнчĕ.  

«Йĕлме йĕлтĕр» Хушăлкара иртрĕ
«Йĕлме йĕлтĕр» Хушăлкара иртрĕ

Йӗлтӗр ӑмӑртӑвне яланхи пекех халăх йышлă хутшăнчĕ.

Ҫиллӗ ҫанталӑка пăхмасăр, ҫитменнине тата кӑҫалхи хӗллехи спорт сезонне йӗлтӗрҫӗсен пысӑк ӑмӑртӑвӗсемпе район центрӗнче унчченех официаллă йĕркепе хупнӑ пулин те, Хушăлкара, пысӑк та наци традицийӗсемпе тата спорт ҫитӗнӗвӗсемпе пуян чаплӑ ялта, районти тепӗр спорт уявĕ иртрӗ. Ӑна районти чӑвашсен Канашӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчех планланӑ пулнă. Ӑмӑртӑва районти пилӗк ял тăрăхĕнчен ҫӗр ытла спортсмен хутшӑнчӗ: пилӗк ҫултан пуҫласа 72 ҫула ҫитичченхи йӗлтӗрҫӗсем Пăслăк, Пишпÿлек, Çирĕклĕ, Хушăлка тата Михайловка ял совечӗсенчен пухăнчĕç, 18 уйрӑм чупӑва хутшӑнчӗҫ.

Ҫурхи каникулсен пӗрремӗш кунĕ пулнӑ пулин те вӗренӳ учрежденийӗ ӑмӑртусене хутшӑнакансемшӗн пуриншӗн те хӑйсен алӑкӗсене тараватлӑн уҫса ячӗ. Шкул коридорӗсенче вӗренекенсен ҫитӗнӗвӗсемпе тата пултарулӑх ӗҫӗсен куравӗсемпе кӑсӑклӑ та илемлӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ стендсем хатӗрленӗ.

Спорт фестивальне чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗнче 47 ҫул ӗҫленӗ педагогика ӗҫӗн ветеранне Владимир Васильевич Максимова халалланӑ. Юрий Петрович Максимов хӑйӗн ҫывӑх та тӑван ҫыннине аса илчӗ. Владимир Максимов юратнӑ мӑшӑрӗпе, математика учительниципе Валентина Васильевна Максимовапа ҫума-ҫумӑн тӑрӑшнă, анчах, шел пулин те, чире пула вăл та уявра пулма пултараймарӗ. Ӑна Хушăлка ял совечӗн пуҫлӑхӗ Эдуард Владимирович Иванов чӗрӗ чечек ҫыххи парса ячĕ, йӗлтӗр чупăшăвне хутшӑнакансене пурне те ӑнӑҫу сунчӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата кадрсемпе ӗҫлекен ҫумӗ Алексей Александрович Данилов спортӑн пӗрлешӳллӗ вӑйне палӑртрӗ, хутшӑнакансене пурне те ăнăçу сунчӗ.

Командӑсем умӗнче районти чӑвашсен Канашĕн председателӗ Александр Александрович Семенов тухса каларӗ, организаторсене-хуҫасене ӑшӑ йышӑннӑшӑн тата халӑх культурипе спорт традицийӗсене йыхравланӑшӑн, хисепленӗшӗн пурне те тав турӗ. Ун ҫумне ял тӑрӑхӗнчи ветерансен совечӗн председателӗ Александр Григорьевич Женжуров хутшӑнчӗ. Ӑмӑртусен тӗп судйи, физкультура учителӗ Ильгам Вадутович Газизов трасса схемипе тата ушкӑнсем тӑрӑх 18 уйрӑм стартсенче 1000 тата 2000 метр дистанцисем пулассипе паллаштарчӗ.

Александр Григорьевич Новиковпа Николай Ильич Петров пӗрле снегоходсемпе якатнӑ трассӑна питӗ лайӑх хатӗрленине уйрӑммӑнах палӑртмалла, ӑна пӗтӗм дистанципе тĕрлĕ тĕслĕ ялавсемпе, кăтарткăçсемпе паллӑ тунӑ.

Наградӑланӑ чухне пур призерсене те медальсем, чӑвашсен Канашĕнчен Хисеп грамотисем тата укҫа-тенкӗ парнисем пачĕç. Йӗлтӗрҫӗсем каллех хӑвӑртлăх пахалӑхсемпе спорт даннӑйӗсене кӑтартрӗҫ. Шкул столовӑйӗнче поварсем пурне те тутлӑ апат ҫитерчӗҫ. Ҫак йӗлтӗрҫӗсен "Йĕлме йӗлтӗр-2022" спорт фестивалӗн спонсорӗсене уйрӑммӑнах палӑртмалла. Кусем — КФХ пуҫлӑхӗсем Людмила Поликарповна Иванова, Юрий Владимирович Григорьев, Валентин Юрьевич тата Виктор Владимирович Тимофеевсем, Валентин Владимирович Судеев, Владимир Вячеславович Васильев, Александр Григорьевич Новиков тата Владимир Анатольевич Коновалов, уйрăм предпринимательсем Иван Ванифатьевич Кузнецов, Ольга Михайловна Федорова.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Владимир СМОЛОВ.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

«Йĕлме йĕлтĕр» Хушăлкара иртрĕ
«Йĕлме йĕлтĕр» Хушăлкара иртрĕ
«Йĕлме йĕлтĕр» Хушăлкара иртрĕ
«Йĕлме йĕлтĕр» Хушăлкара иртрĕ
«Йĕлме йĕлтĕр» Хушăлкара иртрĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: