Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан, мала хуракан вăхăт çитессе ялан шанаттăм»,

— тет Ситекпуçĕнчи Галина Скоробогатова.  

«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан, мала хуракан вăхăт çитессе ялан шанаттăм»,
«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан, мала хуракан вăхăт çитессе ялан шанаттăм»,

Галина Скоробогатова 16 ҫул тăршшĕ Ханты-Манси автономи округӗнчи Радужный хулара пурӑннӑ хыҫҫӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ.

Галина Владимировна пысӑк стажлӑ педагог, Белебейри педагогика училищине пĕтернĕ, Стерлитамакри педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.

— 2000-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче сывӑ пурнӑҫ йӗркине пăхăнакан ҫынсем сахалччĕ. Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырас вӑхӑт ҫитессе эпӗ яланах ӗненеттӗм. Ҫак вӑхӑт ҫитрӗ, хальхи ҫамрӑксем ҫине пӑхса эпӗ ҫав тери савӑнатӑп. Спортпа туслӑ ҫынсем питӗ нумай, спорт залӗсене ҫӳреҫҫӗ, хӑйсене пӑхаҫҫӗ, тĕрĕс апатланаççĕ, — каласа парать Галина Владимировна.

Радужнӑйра Галина Владимировна ҫамрӑксен комитетӗнче ӗҫленĕ, ҫарпа патриотла клуб ертсе пынă. Ҫурҫӗр анлăшĕсем уншӑн тӑван пулнӑ пулин те, ашшӗ-амӑшӗ патне кашни отпуск тӑван ялне килнĕ.

Ӗҫченлӗх Галина Владимировнӑна кивҫен парас ҫук, вӑл нихҫан та ӗҫсӗр лармасть. Вӑл ялти Культура çуртӗнчи спорт клубне ертсе пырать, театр, фольклор тата юрă коллективĕсене хутшӑнать. Республикӑри аслӑ ӑру ҫыннисен пултарулӑх фестивалӗн районти суйлав туринче "Эпӗ сана юрататӑп, пурнӑҫ!" Галина Скоробогатова пӗрремӗш вырӑн йышӑннă, Республика фестивалӗн зона тапхӑрӗнче Пишпÿлек районне тӑратмалла унӑн.

Пӗр субботник та, хӑтлӑх-илем кӗртес ĕç та унран пӑрӑнса иртмест. Галина кашни кунах уҫӑлса ҫӳреме тухать, вӑл сывӑ апат-ҫимӗҫе активлӑ пропагандӑлать. Сетевой бизнесра çитĕнÿсем тăвать.

 

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Галина Скоробогатован архивĕнчен.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

 

«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан, мала хуракан вăхăт çитессе ялан шанаттăм»,
«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан, мала хуракан вăхăт çитессе ялан шанаттăм»,
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: