Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăхлă пурнăç йĕрки
28 Сентябрӗн 2022, 18:24

Эпир пурте вӑрах пурӑнасшӑн, сывлӑхлӑ пуласшӑн

Кистенлĕри культура çуртĕнчи аслӑ ӑрӑвӗн сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансен клубне хутшӑнакансем "Скандинавла утни" ятпа уҫӑлса ҫӳренĕ.

Эпир пурте вӑрах пурӑнасшӑн, сывлӑхлӑ пуласшӑн
Эпир пурте вӑрах пурӑнасшӑн, сывлӑхлӑ пуласшӑн

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки ӳсӗме пăхмасть, вӑл пурнӑҫӑн кирек хӑш тапхӑрӗнче те сисӗнмелле усӑ кӳрет! Эпир пурсӑмӑр та нумай пурӑнасшӑн, сывӑ пуласшӑн, кирек хӑш ҫулта та активлӑ та тулăх пурнӑҫпа киленесшӗн. Пурнӑҫ йӗркине кирек хӑш ҫулта та улӑштарни кашнинех вӑй парать, ҫакӑ вара сывлӑха лайӑх витӗм кӳрет, пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатать. Скандинавла утни физкультура активлӑхне кӑтартать, унта хăйне евĕр техникăпа усӑ кураҫҫӗ. Скандинавла утнипе киленме ӳсӗмпе сывлӑх тӗлӗшӗнчен нимӗнле чӑрмав та ҫукпа пӗрех. Вӑл пур мышцӑсен ушкӑнӗсене те пиçĕхтерет. Кистенлĕри культура çуртĕнчи аслӑ ӑрӑвӗн сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансен клубне хутшӑнакансем "Скандинавла утни" ятпа уҫӑлса ҫӳренĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

Эпир пурте вӑрах пурӑнасшӑн, сывлӑхлӑ пуласшӑн
Эпир пурте вӑрах пурӑнасшӑн, сывлӑхлӑ пуласшӑн
Эпир пурте вӑрах пурӑнасшӑн, сывлӑхлӑ пуласшӑн
Эпир пурте вӑрах пурӑнасшӑн, сывлӑхлӑ пуласшӑн
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: