Çыннăн чи хакли - сывлӑх. Пирӗн ачасене мӗн пӗчӗкрен спортпа туслашас кӑмӑла хӑнӑхтармалла. Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 3а тата 3б классенче "Хаваслă стартсем" спорт уявӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва физкультура учителӗ А.Г. Васильев ертсе пынă. Ачасем "Дружба" тата "Улыбка" ятлӑ икӗ командӑна пайланнă, пĕр-пĕрне саламланă. Вӗсен нумай тӗрӗслевсем иртмелле пулнă: чупăшу, мечӗксемпе, кӑшӑлпа конкурссем, хӑвӑртлӑхпа тата ҫӑмӑллӑхпа çыхăннă, хӑйсен спорт хӑнӑхӑвӗсене кӑтартмалли заданисем те пулнă.
Ҫак кун ачасем хавасланнă, кӑмӑлӗсене ҫӗкленĕ. Спорт вӑййине хутшӑнса ачасем хӑйсене спорт ҫемйи пек туйма пултарнă.
Мӗн чухлӗ туйӑм, мӗн курни-илтни парнеленĕ праҫник чуна ҫӗклентерсе яракан кулӑшла пулса тӑнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.