Апат-ҫимӗҫ витаминӗсем юн ӑшне кӗреҫҫӗ, пирӗн мышцӑсене, шӑмӑсене, шӑлсене тӗреклетеҫҫӗ, иммунитета ӳстереҫҫӗ, куҫсене, ӑс-тӑна, тавҫӑрулӑха лайӑхлатаҫҫӗ.
Вӗсем пире сывлӑхпа лайӑх туйӑм кӳреҫҫӗ. Анчах организмра пӗр-пӗр витамин ҫитмесен, авитаминоз чирӗ пуҫланать. Унăн тĕсĕсем: час ывӑнса ҫитни, ывӑнни, сӳрӗкленни, аппетит начар пулни, нимӗн те тӑвас килменни, кӑмӑл пӑсӑлни.
Ҫавӑнпа кашниех хӑйӗн сывлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла, тӗрӗс тӑранса пурӑнмалла, витамин ытларах ҫимелле.
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул медсестри Татьяна Сергеевна 3б, 5б, 9а классенче вӗренекенсемпе "А, В, С, D ушкӑн витаминӗсем шкул ачин организмӗшӗн мӗнпе усӑллӑ" темӑпа ачасемпе калаҫу ирттернӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.