Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăхлă пурнăç йĕрки
16 Мартӑн 2023, 20:42

Йӗлтӗртен уйрӑлмастпӑр

Пирӗн пӗр хавхалану пур - йӗлтӗрпе уҫӑлса ҫӳресси.

Йӗлтӗртен уйрӑлмастпӑр
Йӗлтӗртен уйрӑлмастпӑр

Эпир Галина Семеновапа кӳршӗре пурӑнатпӑр, эпӗ тивӗҫлӗ канӑва тухиччен эпир ӗҫтешсем те пулнӑ-ха. Пирӗн пӗр хавхалану пур - йӗлтӗрпе уҫӑлса ҫӳресси. Пирӗн ҫуртсене хирӗҫ Ҫӗнтерĕве 55 ҫул тултарнӑ ятлă пысӑк парк вырнаҫнӑ. Унта пирӗн кӳршӗ тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакан Анатолий Семенов ҫулсеренех йӗлтӗр йӗрĕ хывать, (вӑл пенсие тухиччен нумай вӑхӑт Пишпÿлек сельэнерго ертÿçи пулса ӗҫленӗ). Уншӑн ӑна питӗ пысӑк тав!
Эпир Гальӑпа яланах ҫак йӗлтӗр йĕрĕпе ҫӳрекенсем пулатпӑр. Пирӗн компание хӑш чухне тантӑшăн мӑнукӗсем хутшăнаççĕ. Кунсем ăшăтрĕç пулин те, йӗлтӗрпе ярăнма куллен 14.00 сехетре тухатпӑр. Юрать-ха, вӑрман лартнӑ ҫӗрте юр ҫителӗклӗ. Эпир ялан сехет ҫурӑ ярӑнса ҫӳретпĕр, ҫав вӑхӑтрах питӗ лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа хавхалану зарячӗ илетпĕр. Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче райцентрта хӗллехи спорт сезонне хупнӑ ятпа йӗлтӗрпе ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Пирĕн çавăнта хамӑр ӳсӗмри категорире хутшӑнма кăмăл пур.
Светлана ЛЕОНТЬЕВА,
Пишпÿлек ялĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕ авторăн архивĕнчен.

Йӗлтӗртен уйрӑлмастпӑр
Йӗлтӗртен уйрӑлмастпӑр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: