

Ăхпуçĕнчи библиотекӑра "Сывлӑх ҫӗршывӗнче" сывлӑх кунӗ иртнӗ.
Ачасем ҫын анатомийӗ ҫинчен, сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен ҫырнӑ илемлӗ кӗнекесем вуланӑ.
Ҫамрӑк хутшăнакансем черетпе этемӗн тӗп органӗсем ҫинчен: чӗре, пÿресем, пӗвер, вар-хырӑм, пуҫ мими, ӳпке - каласа панă, унтан вӗсене стена хаҫачӗ ҫине ӳкернĕ.
Библиотекарь сывӑ пурнӑҫ йӗркине, сиенлӗ йӑласене халалланӑ викторинӑсем ирттернӗ. Ачасем интереслӗ ыйтусем ҫине хаваслансах хуравланă, ку енӗпе хӑйсен пӗлӗвне кӑтартма тӑрӑшнă. Çав темăпах юмахсен тупсӑмне тупнă.
Каннӑ минутра авалхи "Колечко" вӑййа фантиксемпе вылянӑ.
Мероприяти вӗҫӗнче унта хутшӑнакансем пурте тивӗҫлӗ пылак призсем илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ăхпуçĕнчи библиотекӑн социаллă сетьри страницинчен.