"Эпӗ тата тепӗр хут калама хӑрамастӑп: сывлӑхшӑн тӑрӑшни - воспитателӗн чи кирлӗ ӗҫӗ. Ача-пӑча савӑнӑҫлинчен, хастарлӑхӗнчен вӗсен ӑс-хакӑлӗ, тавракурӑмӗ, ӑс-тӑн аталанӑвӗ, пӗлӳ ҫирӗплӗхӗ, хӑйсен вӑйне ӗненесси килет." Ҫапла каланă В.А. Сухомлинский.
Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн воспитанниксен сывлӑхне сыхласси тата ҫирӗплетесси пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллев шутланать. Ҫулла ача организмне пиҫӗхтерессипе тачӑ ҫыхӑнма пулать. Ҫулла ачасем сывлӑш ваннисене йышӑнаҫҫӗ, ачасем хӑрушсӑрлӑх правилисене тата ӗҫмелли режимсене пăхăнса, хӗвел ҫинче нумайччен ҫӳреҫҫӗ. Воспитанниксем тата хӑйӑр тӑрӑх ҫара уран ҫӳреҫҫӗ. Çакă ачасене питӗ килӗшет, ҫара уран ҫӳреме питӗ кӑмӑллӑ та интереслӗ. Ҫара уран ҫӳрени ача организмне витӗм кӳрет.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.