Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Айболит хăнана килнĕ

Пишпÿлекри "Умка" ача садĕнче "Айболит тухтӑр пӗчӗккисем патӗнче хӑнара" уяв иртнӗ.

Айболит хăнана килнĕ
Айболит хăнана килнĕ


Пишпÿлекри "Умка" ача садĕнче "Айболит тухтӑр пӗчӗккисем патӗнче хӑнара" уяв иртнӗ.
Айболит тухтӑр ачасене зарядка усси ҫинчен, кашни кун шӑл тасатмалли ҫинчен, шывпа, супӑньпе, мунчалапа туслашмалли ҫинчен каласа панă. Ачасем "Зверобика" музыка зарядкине тунă. Хӑна ачасемпе "Витаминсене пух" тата "Ансӑр ҫулпа" вӑйӑ вылянă.
Праҫник вӗҫӗнче ачасем Айболита гигиена правилисене тытса пыма, зарядка тума, пиҫӗхме тата усăллă апат-ҫимӗҫ çиме сӑмах панă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club217412282

 

 

Айболит хăнана килнĕ
Айболит хăнана килнĕ
Айболит хăнана килнĕ
Айболит хăнана килнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: