Ача садӗнче спорт шкулчченхи воспитанин уйрӑлми пайӗ шутланать. Паллах, ӳсекен тата аталанакан ача ÿт-пÿ упражненийӗсемпе аппаланмалла. "Ачаранпах спортпа туслашсан пурнӑҫра нумайне тума пулать", — шӑпах ҫавӑн пек девиза халалланӑ Пишпÿлекри «Дюймовочка" ача садӗнчи тематикӑллӑ эрнене, унӑн тӗллевӗ — ачасене хускануллă ӗҫсенче опыт парасси. Педагогсем "Манӑн ҫемье тата физкультура" калаҫу ирттернĕ, пӗчӗккисем "Манӑн ҫемье мӗнле спортпа туслă" калавсене хаваслансах хатӗрленĕ, спортпа спорт инвентарӗсем ҫинчен тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупнă, хускануллă вӑйăсем, "Спорт тӗсне пӗл", "Вылянă умкай хускал" дидактика вӑййисене хутшӑннă ункай ачасене тӗрлӗ спорт тӗсӗсем ҫинчен тӗрӗслеме тата анлӑлатма пулӑшнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.