Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăхлă пурнăç йĕрки
4 Августӑн 2023, 11:52

"Эпир сывӑ пурнӑҫ йӗрки майлӑ" конкурспа вӑйӑ программи

Сывлӑх - этемӗн чи хакли, вӑл кирек мӗнле пуянлӑхран та хаклӑрах.

"Эпир сывӑ пурнӑҫ йӗрки майлӑ" конкурспа вӑйӑ программи
"Эпир сывӑ пурнӑҫ йӗрки майлӑ" конкурспа вӑйӑ программи


Сывлӑх - этемӗн чи хакли, вӑл кирек мӗнле пуянлӑхран та хаклӑрах. Ахальтен мар ваттисен сӑмахӗ: "Укҫа ҫухатнӑ - нимӗн те ҫухатман. Вӑхӑта ҫухатнă - нумайне ҫухатнă. Сывлӑха ҫухатнӑ - пӗтӗмпех ҫухатнӑ" тет. Ҫавӑнпа та ачасене ачаранах сывлӑха сыхлама вӗрентни питӗ кирлӗ.

Августӑн 3-мӗшӗнче Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин библиотекарӗ М.Г. Имангулова "Эпир сывӑ пурнӑҫ йӗрки майлӑ" конкурспа вӑйӑ программине ирттернӗ. Мероприятие Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти "СССР" 5-мӗш отрядăн лагерьти ачисем килнĕ (О.П. Мордвиновапа Т. В. Хасанова вожатăйсем). Мероприятире библиотекарь ачасемпе сывлӑх ҫинчен, усӑллӑ та сиенлӗ йӑласем ҫинчен, режима пӑхӑнасси ҫинчен пӗчӗк калаҫупа пуҫланă. Унтан ачасем интереслӗ конкурссене хутшӑннӑ: "Пур е ҫук", "Пантомима"," Виҫҫӗмӗшĕ ытлашши", "Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем". Тупмалли сăмахсен тупсӑмĕсене тупнӑ.

Мероприятие вӗҫленӗ май ачасем библиотекарьпе пӗрле ҫапла пĕтĕмлетÿ тунă: пирӗн сывлӑхшӑн зарядка тумалла, тасалӑха пӑхӑнмалла, тӗрӗс апатланмалла, уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳремелле, спортпа туслашмалла.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club84987221

 

 

"Эпир сывӑ пурнӑҫ йӗрки майлӑ" конкурспа вӑйӑ программи
"Эпир сывӑ пурнӑҫ йӗрки майлӑ" конкурспа вӑйӑ программи
"Эпир сывӑ пурнӑҫ йӗрки майлӑ" конкурспа вӑйӑ программи
"Эпир сывӑ пурнӑҫ йӗрки майлӑ" конкурспа вӑйӑ программи
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: