Çирĕклĕри ял клубӗнче библиотекӑпа пӗрле "Активлӑ вӑрӑм ӗмӗр" программа шайӗнче "Ахаль пурӑнма мар, сывӑ пулма" сывлӑх сехечӗ иртнӗ. Калаҫу ватӑ ҫынсемшӗн сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен, шӑпах сывлӑха упраса ҫирӗплетме ӗҫпе кану йӗрки, шайлашуллӑ апатлану, ҫителӗклӗ хастарлӑх, сиенлӗ йӑласем ҫукки, ҫавӑн пекех пурнӑҫ ҫине позитивлă пӑхни кирлӗ пулни ҫинчен пынӑ.
Хӑнасем сывӑ пурнӑҫ сӑнарӗ ҫинчен, унӑн усӑллӑ йӑлисем ҫинчен нумай интереслӗ япаласем пӗлнĕ.
Хӑнасем ватӑрах ҫынсене килĕшекен ÿт-пÿ хастарлăхĕ çинчен скандинави утни ҫинчен калакан информацие питӗ интересленсе итленĕ.
"Сывӑ пулӑр!" кĕнеке куравĕ хатĕрленĕ, унта тӗрӗс апатланни тата сиплев физкультури ҫинчен, пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла, апат культури, тӗлӗнмелле диетӑсем ҫинчен, табак туртни, алкоголизм тата наркомани сиенлӗ пулни ҫинчен, ÿт-пÿ тӗлӗшӗнчен хӑйне хӑй воспитани пани ҫинчен, савӑнӑҫлӑ та вӑрах пурӑнма, сывлӑхлӑ пулма канашсем пани ҫинчен каласа парать. Пухӑннисем викторинӑсене хутшӑннă, сывлӑх ҫинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илнĕ, физкультурӑпа юратнӑ занятисем ҫинчен, скандинави утни усӑллӑ пулни ҫинчен каласа панă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club135580128