Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Çирĕклĕри ял клубӗнче сывлӑх сехечӗ иртнӗ

"Пушкӑрт вӑрӑм ӗмӗрӗ" наци проектне пурнӑҫланӑ май тата аслӑ ÿсĕмри граждансен активлӑ вӑрӑм ӗмӗрне тӑсас тӗллевпе Çирĕклĕри ял клубӗнче сывлӑх сехечӗ иртнӗ.

Çирĕклĕри ял клубӗнче сывлӑх сехечӗ иртнӗ
Çирĕклĕри ял клубӗнче сывлӑх сехечӗ иртнӗ

"Пушкӑрт вӑрӑм ӗмӗрӗ" наци проектне пурнӑҫланӑ май тата аслӑ ÿсĕмри граждансен активлӑ вӑрӑм ӗмӗрне тӑсас тӗллевпе Çирĕклĕри ял клубӗнче сывлӑх сехечӗ иртнӗ, унăн девизĕ "Нумай ҫул пурнӑҫ çулне кансӗрлемест!" пулнă.
Мероприяти музыка ҫеммипе гимнастика тунипе разминкăпа пуҫланнă. Унтан "Куҫ, савӑн, юрат" видео презентаци пӑхнă. Хутшӑнакансем кашни кунлăх меню мӗнле тумаллине, ку ҫулсенче сывлӑхшӑн мӗнле апат-ҫимӗҫ усӑллӑ, мӗнлли сиенлӗ пулнине тата унпа усӑ курма чарăнмаллине пӗлнĕ.
Кашниех хӑнасене хăйĕн сывӑ апат рецепчӗсене, ҫавӑн пекех сывлӑха ҫирӗплетекен ÿт-пÿ упражненийӗсем çинчен каласа панӑ. Тӗлпулу интереслӗ те ӑнлануллӑ иртнӗ. Кашни хутшăнакан хӑй валли ҫӗнӗ япала пӗлнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club135580128

 

 

 

Çирĕклĕри ял клубӗнче сывлӑх сехечӗ иртнӗ
Çирĕклĕри ял клубӗнче сывлӑх сехечӗ иртнӗ
Çирĕклĕри ял клубӗнче сывлӑх сехечӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: