Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Çирĕклĕ клубӗнче "Сывлӑх ҫулӗсемпе çӳрени" пĕлÿ программи иртнӗ

Сывлӑх вӑл - этем пурнӑҫӗнчи тӗп хаклӑх.

Çирĕклĕ клубӗнче "Сывлӑх ҫулӗсемпе çӳрени" пĕлÿ программи иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче "Сывлӑх ҫулӗсемпе çӳрени" пĕлÿ программи иртнӗ

Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунӗ - праҫник кӑна мар, ҫуралнӑ чухне ҫутҫанталӑк пире мӗн парнеленине мӗнле упрасси ҫинчен кашнинех шухӑшламалли кун. Сывлӑх телейлӗ пурнӑҫ никӗсӗ, пурӑнса ирттернӗ кашни кун савӑнӑҫӗ, ӑна упрасси — ансат мар задача, анчах ӑна пурнӑҫламалла. Сывӑ, вӑйлӑ, ҫирӗп, тӳсӗмлӗ, вӑр-вар, яштака, илемлӗ пулмалла. Сывлӑх вӑл - этем пурнӑҫӗнчи тӗп хаклӑх.
Çирĕклĕри ял клубӗнче "Сывлӑх ҫулӗсемпе çӳрени" пĕлÿ программи иртнӗ.
Мероприятие ертсе пыраканӗ ҫутҫанталӑкран илнӗ чи кирлӗ парне ҫинчен – сывлӑх ҫинчен, усӑллӑ та сиенлӗ йӑласем ҫинчен, кун режимне тытса пыни ҫинчен калаҫуран пуҫланă. Ертсе пыракан ачасемпе пӗрле "Сывлӑх валли мӗн кирлӗ", "Сывлӑх миххи", "Усӑллӑ - усӑллӑ мар", "Халӑх медицини", "Спорт - пирӗн чи лайӑх тус" вӑйӑсене хутшӑнса ҫулҫӳреве тухнă.
Сывлӑх ҫӗршывӗ тӑрӑх ҫул ҫӳренӗ май ачасем сывлӑхшӑн зарядка туни, тасалӑха тытса пыни, тӗрӗс апатланни, уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳрени тата спортпа туслашни питӗ кирлӗ тесе йышăннă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/event135580128

 

 

Çирĕклĕ клубӗнче "Сывлӑх ҫулӗсемпе çӳрени" пĕлÿ программи иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче "Сывлӑх ҫулӗсемпе çӳрени" пĕлÿ программи иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче "Сывлӑх ҫулӗсемпе çӳрени" пĕлÿ программи иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче "Сывлӑх ҫулӗсемпе çӳрени" пĕлÿ программи иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче "Сывлӑх ҫулӗсемпе çӳрени" пĕлÿ программи иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче "Сывлӑх ҫулӗсемпе çӳрени" пĕлÿ программи иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: