Çирĕклĕри ял клубӗнче "Башкирское долголетие" программа шайĕнче "Курӑк чей уявӗ" сывлӑх сехечӗ иртнӗ.
Ертсе пыракан тӗрлӗ курӑк чейӗсен усси ҫинчен, чейӗн хӑш-пӗр енӗсем ҫын организмне мӗнле витӗм кӳни, чей мĕнле вӗретмелли, ӑна мӗнле упрамалли ҫинчен каласа панă. Шăк хăмпинче чул пуласси чирӗпе, чӗре чирӗпе тата юн тымар чирӗпе сипленнӗ чухне чей сорчӗсемпе мӗнле усӑ курнине ҫынсем пӗлнӗ. Ертсе пыракан чей пулӑшнипе организмӑн тонусне ӳстермелли, чей хырăм выҫнине пусарма е, пачах урӑхла, ӑна выçтарма пултарнии ҫинчен ӑнлантарса панă. Ку информаци ватӑ ҫынсемшӗн питĕ çивĕч. Фойере курӑк чейӗсем тӗрлӗ тӗслӗ пулни ҫинчен калакан выставка йӗркеленӗ.
Мероприяти вӗҫӗнче эмел курӑкӗсемпе усӑ курмалли ыйтӑва яваплӑ, специалистпа консультаци тунă хыççăн çеç усă курма юрать тесе каланӑ. Пухӑннисене пурне те курӑк чейӗ хатӗрлемелли рецептсем хунӑ хутсем валеҫсе панă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/event135580128