0 °С
Пӗлӗтлӗ
Культура волонтерӗсем Ситекпуçĕнче "Сигарета канфитпе улӑштар!" акци ирттернĕ. Акци савӑнӑҫлӑ та хаваслӑ иртнӗ. Ял варринче тата библиотекӑра урамра вырнаҫса волонтерсем сигаретсене канфитпе улӑштарма сӗннӗ. Эпир хамӑр хутшӑнакансемпе вулакансене, пӗр минутлӑха чарӑнса тӑрса, сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен пӗлтерекен пӗлтерӗшлӗ информацие шута илнӗскерсене, тав тӑватпӑр. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине суйласа илекен ӑнлануллӑ ҫынсем ялта ытларах пуласса шанатпӑр.
#ВолонтерыКультуры
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club202344480