Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Пишпÿлекре "Сывлӑх марафонӗ" иртнĕ

Марафон шайӗнче массӑллӑ физзарядка тата "10 пин утӑм" акци йӗркеленӗ.

Пишпÿлекре "Сывлӑх марафонӗ" иртнĕ
Пишпÿлекре "Сывлӑх марафонӗ" иртнĕ
Пишпÿлекре "Сывлӑх марафонӗ" - республика Сывлăх сыхлав министерстви ирттерекен сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлама тата республикӑра пурӑнакансен сывлӑхне ҫирӗплетме тĕллев лартнă пысӑк мероприяти иртнĕ. Марафон шайӗнче массӑллӑ физзарядка тата "10 пин утӑм" акци йӗркеленӗ. Кунсӑр пуҫне, çынсем хӑйсен юн пусӑмне тӗрӗслеме, эмел курӑкӗсенчен чей тутанса пăхма, медицина ĕçченĕсенчен консультаци илме пултарнӑ. Уфари васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн клиникӑри больницин тӗп врачӗн Ирина Каримован лекцийӗ те усӑллă пулнă, вăл чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсенчен асӑрхаттарни ҫинчен питӗ интереслӗ те лайӑх формӑпа каласа панă. Ҫынсем хаваслансах марафона пырса курнă, унта хӑйсем валли ҫӗнӗ усӑллӑ информаци пӗлнĕ. Ҫак тӗлпулу пирӗн медиксене ӗҫре кирлӗ пуласса, районта пурăнакан ҫынсем хӑйсен сывлӑхӗ ҫине тата та яваплӑрах пӑхасса шанатпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
Пишпÿлекре "Сывлӑх марафонӗ" иртнĕ
Пишпÿлекре "Сывлӑх марафонӗ" иртнĕ
Пишпÿлекре "Сывлӑх марафонӗ" иртнĕ
Пишпÿлекре "Сывлӑх марафонӗ" иртнĕ
Пишпÿлекре "Сывлӑх марафонӗ" иртнĕ
Пишпÿлекре "Сывлӑх марафонӗ" иртнĕ
Пишпÿлекре "Сывлӑх марафонӗ" иртнĕ
Пишпÿлекре "Сывлӑх марафонӗ" иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: