Спорт ҫынна лайӑх ÿт-пÿ формиллĕ пулма пулӑшать, унсӑр пуҫне вӑл характерпа ҫирӗплӗхе ӳстерет. Кистенлĕри Культура çуртĕнче "Туслӑ кӑна, пӗрле кӑна", " Ну-ка, хуса ҫит-ха!» спорт мероприятийӗсем иртнĕ. Ӑмӑрту вӑхӑтӗнче командăсем вӑй-хӑватпа, ҫаврӑнӑҫулӑхпа, хӑвӑртлӑхпа, тавҫӑрулӑхпа тата тимлӗхпе тупӑшнӑ. Вылякансенчен кашниех командӑна улталас мар тесе тӑрӑшнӑ, ҫӗнтерӳ валли мӗнпур вӑйне панӑ. Пурте пӑшӑрханнă, тӑрӑшнă, ҫӗнтерӳсемшӗн савӑннă, ӑнӑҫсӑрлӑхсемшӗн куляннă. Мероприяти сывӑ пурнӑҫ йӗркине хутшӑнакансене явӑҫтарасси, сывлӑха ҫирӗплетесси, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑласси пулса тӑнă.
#Детский_досуг
#ЗОЖ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри ял Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.