Паян ҫыннӑн сывлӑхӗ пӗрремӗш вырӑнта. Сывӑ пулас тесен тӗрӗс пурнӑҫ йӗркине тытса пыма пӗлни те, тухӑҫлӑ апатланни те, ытларах ҫӳрени те, спортпа туслашни те усӑллӑ.
Сывӑ пурнӑҫ йӗркине йӗркелес тӗллевпе ҫамрӑксен "Вектор" центрӗн специалисчӗсем "Эпӗ ыйтасшĕн ҫеҫ.." интеллектлă вӑйă йӗркелесе ирттернĕ. Вӑййа икĕ команда хутшӑннӑ: Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕн студенчĕсем тата Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулта вӗренекенсем.
Вӑййа хутшӑнакансем сиенлӗ йӑласем, тӗрӗс апатлану, медицина аппарачӗсем ҫинчен интереслӗ ыйтусемпе тӗл пулнă.
Балсене шутласан, вырӑнсем ҫакӑн пек палӑрнă:
1-мĕш вырӑна Пишпÿлекри вӑтам шкулта вӗренекенсем йышӑннă.
2-мĕш вырӑн -Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕн вӗренекенĕсем.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.
#ЗОЖ
#Бижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916