Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Хама мĕн чухлĕ астӑватӑп, çавăн чухлĕ йӗлтӗрпе çÿретĕп

Хушăлкара пурăнакан Александр Григорьевич Женжуров йĕлтĕрпе чупăшасси ăмăртăва хутшăннă.

Хама мĕн чухлĕ астӑватӑп, çавăн чухлĕ йӗлтӗрпе çÿретĕп
Хама мĕн чухлĕ астӑватӑп, çавăн чухлĕ йӗлтӗрпе çÿретĕп

Пишпÿлекре Тӑван çӗршыв хӳтĕлевçин çулне тата СВОна хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшмалли çула халалланӑ йӗлтӗрпе чупăшасси иртнӗ.
Хушăлкара пурăнакан Александр Григорьевич Женжуров та çав ăмăртăва хутшăннă.
— Кӑҫалхи апрельте 70 ҫул тултаратӑп. Хама мĕн чухлĕ астӑватӑп, шкул сакки ҫинченех йӗлтӗрпе çÿрессине юратса пӑрахрӑм. Студент ҫулӗсенче хулари ӑмӑртусенче йӗлтӗр спорчӗпе университет чысне хӳтӗлеттĕм. Йӗлтӗр спорчĕпе интересленетӗп, районти йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗсене хутшăнмасăр пĕрне те сиктерес мар тесе тӑрӑшатӑп. Малашне те хутшӑнма шутлатăп. Юратнӑ мӑшӑрпа Лидия Тимофеевнапа пирĕн пилӗк ача. Вӗсем пурте питӗ лайӑх спортсменсем: арҫын ачасем хоккеистсем, хӗрсем — йӗлтӗрҫӗсем. Эпӗ ватӑлсан çеç коньки утăмлă йӗлтӗрле ҫӳреме хӑнӑхса ҫитрӗм. Манăн иккӗмӗш сывлав уçăлнă пек туйрăм. Кашни кун йӗлтӗрпе уҫӑлса ҫӳретĕп. Пирӗн районта иртекен "Лыжня России" пӗтӗм Раҫҫей ӑмӑртăвĕсене те ҫулсерен хутшӑнатӑп.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

 

Хама мĕн чухлĕ астӑватӑп, çавăн чухлĕ йӗлтӗрпе çÿретĕп
Хама мĕн чухлĕ астӑватӑп, çавăн чухлĕ йӗлтӗрпе çÿретĕп
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: