Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Кистенлĕре сывă пурнăçа чысланă программа иртнĕ

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки ӳсӗме пăхмасть, пурнӑҫӑн кирек хӑш тапхӑрӗнче те сисӗнмелле усӑ кӳрет.

Кистенлĕре сывă пурнăçа чысланă  программа иртнĕ
Кистенлĕре сывă пурнăçа чысланă программа иртнĕ
Сывӑ пурнӑҫ йӗрки ӳсӗме пăхмасть, пурнӑҫӑн кирек хӑш тапхӑрӗнче те сисӗнмелле усӑ кӳрет. Кистенлĕри Культура ҫуртĕнче «Сывӑ пурӑнмалла тата сывӑ пулмалла» темӑпа тӗлпулура организма  пулӑшмашкӑн кирлӗ энергипе тивӗҫтерес тесен тӗрӗс апатланмаллине, ҫак ыйтӑва пысӑк яваплӑхпа тивӗҫтермеллине палӑртнă. Физкультурӑ туни ҫын организмне лайăх витӗм кӳнине аса илнĕ, ҫыннӑн хӑйӗн ăс-тăн тӗлӗшӗнчен ҫирӗп пулмалла, сиенлӗ йӑласенчен пӑрӑнмалла. Хутшӑнакансем хӑйсен канашӗсемпе тӗрӗс апат çисе пурӑнасси, физкультурӑпа туйӑма лайӑхлатасси, ҫӑмӑллӑха туясси тата шухӑшсене ирӗке кӑларасси ҫинчен калаҫнă. Сывӑ пурнӑҫ йӗрки те, кулă та пӗр-пӗринчен уйрӑлмаҫҫӗ. Ырӑ кӑмӑл-туйӑмлӑ ҫынсем телейлӗ, сайрарах чирлеҫҫӗ тата пултарулӑх енӗпе ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Мероприятие ятарлӑ ҫар операцине хутшăнакансен ҫемье членӗсем хутшӑннă, СВОри арçынсем ҫинчен калаҫнă. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ывӑлӗсемпе хутшӑнни боецсемпе тӑванӗсене хавхалантарни ҫинчен каласа панӑ.
#ЗОЖ
#Башкирское_долголетие
#Году_защитника_отечества
#Кистенли_Богдановский_СДК
#Год_поддержки_участников_специальной_военной_операции_и_членов_их_семей
 
Сăнÿкерчĕкĕ: Кистенлĕри Культура ҫурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
 
 
Кистенлĕре сывă пурнăçа чысланă  программа иртнĕ
Кистенлĕре сывă пурнăçа чысланă программа иртнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас