Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче «Пилюлькин тухтӑр ачасем патӗнче хӑнара» интереслӗ те савăк спорт уявӗ пулнă. Мероприятин тӗп тӗллевӗ ачасен сывлӑхне упрасси тата ҫирӗплетесси, ҫавӑн пекех вӗсене сывӑ пурнӑҫ йӗркипе паллаштарасси пулнӑ. Уява пур ушкӑнри воспитанниксем те хутшӑннă. Ачасем патне хӑнана Пилюлькин тухтӑр килнӗ, вӑл вӗсене сывлӑх вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарнӑ. Ачасем ача садӗнче мӗнле пурӑннине каласа панă, «Сывӑ ӳт-пӳре - сывӑ ӑс-хакӑл» ритмика гимнастики тунă, хускануллӑ вӑйӑсем вылянă, эстафетӑна хутшӑннă. Ҫавӑн пекех ачасем «Доктор Айболит» мультфильм пӑхнă. Уяв вӗҫӗнче вӗсене хаваслӑ дискотека кӗтнӗ.
Ирттернӗ мероприяти ачасене те, педагогсене те савӑнтарнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Умка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.