Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пысӑк проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ

«Рост» социаллӑ пулӑшу паракан центр» коммерциллӗ мар автономи организацийӗн проекчӗ президент гранчӗсен Фончӗн конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.

Пысӑк проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ
Пысӑк проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ
 
«Рост» социаллӑ пулӑшу паракан центр» коммерциллӗ мар автономи организацийӗн проекчӗ президент гранчӗсен Фончӗн конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: ял хуҫалӑх отрасльне аталантарассинчи ҫитӗнӳсемпе пӗрле, ҫавӑн пекех культурӑпа спорт пурнӑҫӗнче пирӗн районта чи кирли - граждансен сывӑ пурнӑҫ йӗркин шайне ҫӗклесси, пирӗн ял ҫыннисен вӑрӑм ӗмӗрӗ ӑнӑҫлӑ пуласси ҫинчен те манмаҫҫӗ.
— Президент гранчӗсен Фончӗн проектне хутшӑнас шухӑш пӗлтӗрех ҫуралнӑччӗ, - каласа парать «Рост» социаллӑ пулӑшу паракан центр» коммерциллӗ мар автономи организацийӗн директорӗ Надежда Герольдовна Сидорова. — Шӑпах ҫавӑн чухне районта лайӑх йӗркеленĕ йога-фестиваль иртрӗ, ăна Ирина Амирхановна Давлетшина хӗрарӑм предпринимательсен ассоциацийӗпе пӗрле йӗркелерӗ. Ирина Амирхановна чылай ҫул хушши районти ҫамрӑк хӗрарӑмсемпе йога занятийӗсем ирттерет, халӗ вара 55+ ҫулсенчи хӗрарӑмсене пухма йышӑннӑ, вӗсем ытларах чухне социаллӑ уйрӑм лару-тӑрӑва лекеҫҫӗ, хутшӑну ҫитменнипе аптраҫҫӗ, сывлӑх енчен те аптраҫҫӗ. Проект вӗсен ӳт-пӳ тата психоэмоционаллӑ тӑрӑмне лайӑхлатма, ҫавӑн пекех пӗр-пӗринпе хутшӑнма, хӑйсене пурнӑҫлама лайӑх хутлӑх йӗркелеме тӗллев лартнӑ. Тата, паллах, «Здоровье духа, души и тела»  проект ертӳҫине пӗр саслӑ пулса Ирина Амирхановнана суйланӑ. Эпир проектӑн мӗнпур положенине тӗплӗ тишкерсе тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫласа материалсене конкурса ярса патӑмӑр. Акӑ нумаях пулмасть пирӗн «Здоровье духа, души и тела» проект президент гранчӗсен Фончӗн конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ! Пире ҫакӑ савӑнтарчӗ те, ҫунатлантарчӗ те! Ҫак проект малтанах 55+ ҫулхи кӗмӗл ҫулсенчи хӗрарӑмсем валли йога, психологи тата арт-терапи занятийӗсем ирттерме, вӗсен ӑс-хакӑлпа ӳт-пӳ сывлӑхне упраса хӑварас тата ҫирӗплетес тӗллевпе Пишпÿлекре условисем йӗркелеме тӗллев лартнӑ-ҫке. Пирӗн тӗллев — ӳт-пӳ сывлӑхӗшӗн, ӑс-хакӑл ырлӑхӗшӗн тата туйӑм шайлашулӑхӗшӗн тӑрӑшассине пӗрлештересси, проекта хутшӑнакансене хамӑр тата таврари тӗнчепе килӗштерсе пурӑннине туйма май туса парасси. Районта 2025 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Уйӑрнӑ укҫапа эпир «Здоровье духа, души и тела» проекта хутшӑнакансем валли йога, психологи тата пултарулӑх занятийӗсем валли материалсем туянатпӑр. Финалӗ вара, пирӗн ӗҫӗн кӑтартӑвӗ, йогӑна юратакансен чаплӑ фестивалӗ пулӗ. Ку пирӗн ҫитӗнӳсен курӑмлӑ кӑтартӑвӗ пулӗ. Эпир тӑрӑшнине Фонд асӑрхаса хакланӑшӑн питӗ мӑнаҫланатпӑр. Проект команди ҫирӗп кӑмӑллӑ, пирӗн плансене пурнӑҫа кӗртме вӑй-хал тапса тӑрать. Эпир шанăçа тÿрре кăларасса шанатпăр!
 
Владимир СМОЛОВ.
 
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Владимир Смолов.
 
Пысӑк проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ
Пысӑк проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ
Пысӑк проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас