Çирĕклĕ клубӗнче «Кӗрхи вӑйӑ-кулӑ» спорт эстафети иртнӗ.
Спорт вӑл - вӑй-халӑн тата сывлӑхӑн тӗп ҫӑлкуҫӗ, вӑл хӑюлӑха, коллективизм туйӑмне, дисциплинӑна, чи кирли вара – ҫӗнтерес кӑмӑла аталантарать.
Ертсе пыракансем командӑсене чупакан, сикекен интереслӗ конкурссем, ҫӗрулмипе, панулмипе тата кӗрхи ҫулҫӑсемпе эстафетӑсем сӗннĕ, унта вӗсем хӑйсен спорт, ӑс-тӑн пултарулӑхне кӑтартма пултарнă. Ачасем хӑвӑртлӑхпа, ҫаврӑнӑҫулӑхпа, командӑра ӗҫлеме пӗлнипе тупӑшнă.
Ачасем хаваслӑ та кӑмӑллӑ пулнă.
Ӑмӑрту чӑн-чӑн спорт, сывлӑх тата савӑнӑҫ уявӗ пулса тӑнă!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ клубӗн социаллă сетьри страницинчен.