Ноябрӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 21-мӗшӗччен Пӗтӗм Раҫҫейӗпе «Таса ӑру-2025» анлӑ оперативлӑ профилактика операцийӗ иртнӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Таса ӑру -2025» акципе килӗшӳллӗн Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн 7-9 классенче шкулти социаллӑ педагогпа медсестра вӗренекенсемпе калаҫусем ирттернӗ, «Ӗмӗте суйла - наркотиксене «Çук!» тесе кала» темӑпа видеофильмсем пӑхнӑ, ҫамрӑксене сиенлӗ йӑласене, наркомание хирӗҫлес тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине рекламӑлас тӗллевпе. Калаҫу вӑхӑтӗнче наркотиксем, вӗсемпе усӑ курнин сиенӗ, наркотик япалисемпе усӑ курмалли меслетсем пирки сӑмах пынӑ. Калаҫу вӑхӑтӗнче илнӗ информаци наркомани иртӗхни мар, вӑхӑта кӑмӑллӑ ирттерни мар, вилӗм чирӗ, тĕпсĕр путлăх, унтан тухма май ҫук, пирӗн пурнӑҫ хамӑр алӑра пулнине асра тытни пӗлтерӗшлӗ, вӑл мӗнле пуласси хамӑртан кӑна килет - телейлӗ те вӑрӑм е кӗске, асаппа, ыратупа тулли, асӑрхаттару пулнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2