Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулăн «Сывӑ апатлану эрни» шайӗнче 4«а» класра тӗлӗнмелле те илӗртӳллӗ ӑсталӑх класӗ иртнӗ! 4 «а» класра вӗренекенсем хӑйсене эко-скульптурăсем ӑсталакансен вырӑнӗнче тӗрӗсленĕ.
Ахаль улма-ҫырларан, пахча ҫимӗҫрен ачасем «Витамин шедеврӗсем» ятлӑ композицисем пуҫтарнӑ. Ҫутӑ пӑрӑҫ, кӑчӑрт-кӑчӑрт кишӗр, сӗтеклӗ панулми — пурте хута кайнă!
Кун пек проектсем тӗрӗс апатлану кичем маррине, питӗ креативлӑ та хаваслӑ пулнине питӗ лайӑх кӑтартаҫҫӗ. Фантазие, моторикӑна тата усӑллӑ ҫимӗҫсем ҫинчен пӗр вӑхӑтрах пӗлӗве аталантараççĕ!
#4А #нашкласс #неделяздоровогопитания #экотворчество #скульптураизовощей #здоровье #ученик
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club210652587