Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăхлă пурнăç йĕрки
5 Декабрӗн , 10:10

«Хусканура сывлӑх» калаҫу

Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче ачасемшӗн пӗлтерӗшлӗ мероприяти - «Хусканура сывлӑх» ятпа тӗлпулу-калаҫу иртнĕ.

«Хусканура сывлӑх» калаҫу
«Хусканура сывлӑх» калаҫу

Декабрĕн 3-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунӗ шайӗнче, Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче ачасемшӗн пӗлтерӗшлӗ мероприяти - «Хусканура сывлӑх» ятпа тӗлпулу-калаҫу иртнӗ. Ҫак тӗлпулу кашнинех активлӑ пурнӑҫ йӗрки мӗн тери хаклине, сывлӑхшӑн куллен тӑрӑшнин пӗлтерӗшне аса илтерме питӗ лайӑх сӑлтав пулса тӑнă.
Мӗн пӗлнĕ-ха унта?
- Спортпа туслӑ пулни организмӑн чӑтӑмлӑхне аталантарма, ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен ҫирӗп тӑма пулӑшать.
- Тӗрӗс апатланни иммунитета ҫирӗплетет, пӗтӗмӗшле сывлӑха лайӑхлатать.
- Кашни кун уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳрени кӑмӑла, вӑй-хала ӳстерме пулӑшать.
Мероприятие хутшӑнакансене сывӑ пурнӑҫ йӗркин усси тата вӑй-хал хастарлӑхӗн пӗлтерӗшӗ ҫинчен каласа панă. Спортӑн эмоциллӗ ырлӑха тата социаллӑ ҫыхӑнусем аталанӑвне витӗм кӳни ҫине уйрӑм тимлӗх уйӑрнӑ. Ачасем ӑс-тӑнра хавшак ҫынсене ырлӑхпа сывлӑх янӑ.
#МеждународныйДеньИнвалидов#ДвижениеЭтоЖизнь#ЗдоровыйОбразЖизни#АктивностьВсегда#Седякбаш#ДомКультуры#БудьтеЗдоровы

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://ok.ru/group/5415180166777

 

 

 

 

«Хусканура сывлӑх» калаҫу
«Хусканура сывлӑх» калаҫу
«Хусканура сывлӑх» калаҫу
«Хусканура сывлӑх» калаҫу
Автор: Марина Иванова
Читайте нас