-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Кистенлӗ ялӗнчи Культура ҫурчĕ кӑмӑллакан пӗрлешӳсене хутшӑнакансемпе уҫӑ сывлӑшпа, хӗллехи тапхӑр илемӗпе киленме, кулленхи ӗҫрен пӑрӑнма «Йӗлтӗр хавхаланӑвӗ» йӗлтӗрпе уҫӑлса ҫӳрессине йӗркеленӗ.
Йӗлтӗрпе ҫӳрени организма ҫирӗплетет, чӑтӑмлӑха, вӑй-хала тата ҫаврӑнӑҫулӑха аталантарать.
Сывӑ пурнӑҫ йӗркин сехечӗ ӑнӑҫлӑ иртнĕ, унта палӑртнӑ маршрутпа хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнса йӗлтӗрпе ҫӳресси кĕнĕ.
#ЗОЖ
#Кистенли_Богдановский_СДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.