Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Вӗсене ватлӑх килте тӗл пулмӗ

Ситекпуç ялӗнче пурӑнакансем хускану пурнӑҫ иккенне пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа йӗлтӗр ҫине тӑраҫҫӗ, скандинави уттине юратаҫҫӗ.

Вӗсене ватлӑх килте тӗл пулмӗ
Вӗсене ватлӑх килте тӗл пулмӗ

Ситекпуç ялӗнче пурӑнакансем хускану пурнӑҫ иккенне пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа йӗлтӗр ҫине тӑраҫҫӗ, скандинави уттине юратаҫҫӗ.
Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракан ҫынсем кирек хӑш ялта та пур. Вӗсен шучӗ ҫулран-ҫул ӳсет. Паян ҫамрӑксене пенси ҫулӗнчи ҫынсем ырӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Ку та питӗ савӑнтарать!
— Эпӗ нихӑҫан та пирус туртман, спиртлӑ шӗвекпе кӑсӑкланман, - тет, Ситекпуç ялӗн укӑлчине йӗлтӗр çинче тĕл пулнă Олег Александрович Агеев. - Мана Турӑ хӑй сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хушнă, мӗншӗн тесен вырӑнти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта тивӗҫлӗ канӑва тухиччен физкультура учителӗ пулса вӑй хутăм. Хамăн ачасене те ачаранах сывлăхлă пурнăç йĕрки ертсе пыма тата спортпа туслашма хӑнӑхтарнӑ: наци кӗрешӗвӗ куреш, волейбол, ҫӑмӑл атлетика тата йӗлтӗрпе чупасси. Лев ывӑл ман ҫулпа утрӗ. Вӑл Пишпӳлекри «Парус» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗн директорӗнче вӑй хурать. Эпӗ тахҫанхи йӑлапа пахча хыҫӗнче йӗлтӗр йӗрӗ хыврӑм. Кашни кун пилӗк ҫухрӑм йӗлтӗрпе ҫӳретӗп. Сывлӑш питӗ лайӑх! Хӗллехи вӑрман илемӗ илӗртет.
Олег Агеевпа сывпуллашнă кӑначчĕ, хирӗҫ йӗлтӗр патакӗсемпе тӗрткелесе, хастар утакан икӗ хӗрарӑм тӗл пулчӗҫ.
- Скандинави уттипе эпир тахҫанах аппаланатпӑр, - теҫҫӗ утмӑл икӗ ҫулхи Светлана Николаевна Митрофанова тата Наталия Андреевна Плотникова. — Эпир иксӗмӗр те тивӗҫлӗ канура, пирӗн пушӑ вӑхӑт нумай. Ӑна уҫӑ сывлӑшра куллен уҫӑлса ҫӳресе ирттеретпӗр. Пирӗн ҫут ҫанталӑк питӗ илемлӗ, уйрӑмах хӗлле. Йӗлтӗр ҫине те тӑратпӑр. Маршрут пирӗн хӑнӑхнӑ - сӗт-тавар фермине ҫитиччен тата каялла. Кунта ҫул яланах таса, инҫет те йӗркеллӗ. Скандинави уттипе кӑсӑкланакансем ялта вунӑ е ытларах ҫын пухӑнать. Вӗсем пурте пенси ҫулне ҫитнӗ. Ҫавӑнпа пире ватлӑх килте тӗл пулмӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

 

Вӗсене ватлӑх килте тӗл пулмӗ
Вӗсене ватлӑх килте тӗл пулмӗ
Вӗсене ватлӑх килте тӗл пулмӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас