Кистенлĕри Культура çурчĕн Пысӑк та туслӑ ҫемье çулталӑкне, вӑй-хал хастарлӑхӗпе сывӑ пурнӑҫ йӗркин пӗлтерӗшне халалланӑ «Спорт тата эпир» спорт мероприятийӗ «Зарядка тӑвӑр» куҫӑмлӑ ӑшӑнуран пуҫланнă, вӑл туслӑ вӑййа хистенӗ. Мероприятие хутшӑнакансем спорт конкурсӗсенче ҫаврӑнӑҫуллӑ, вăр-вар та туслӑ ӗҫленĕ.
Хутшӑнакансем «Баскетболист» эстафетӑра чупма, мечӗке урайӗнчен ҫапма, ҫаврашкасем ҫине меллӗн сикме, мечӗке карҫинккана тӗл ывӑтма пӗлессипе тупӑшнă, "Пиҫиххи ҫинчи кӑшӑлне мӗн чухлӗ ҫавӑрма пултаратӑн-ши тӗлӗнтерсем», «Урхамахпа сик», «Спорт тӗсне чухла» вӑйӑсенче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнă.
Пӗтӗмлетÿ çапла пулнă: пиҫӗхни тата физкультура пире сывӑ пулма пулӑшӗ.
Мероприяти интереслӗ те ҫап-ҫутӑ, спорт хастарлӑхӗпе иртнӗ, хутшăнакансем пысӑк киленӳ, темӗн чухлӗ савăк туйӑм илнӗ.
#Кистенли_Богдановский_СДК
#Год_большой_и_дружной_семьи
#ЗОЖ#Семья
Сăнÿкерчĕкĕ: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.