Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕнчере
15 Кӑрлач 2019, 14:22

Agabazar: Пулхӑр чӗлхин сӑмахсарӗ

Ӗлӗкхи Атӑлҫи Пӑлхар территорийӗнчен юлнӑ, пирӗн вӑхӑтченех сыхланса упраннӑ ҫыруллӑ чул юпасем пур.

.Юпасем ҫинчи ҫыравсенчен ытларахӑшӗ — Р,Л-сӑнарлӑ тӗрӗк чӗлхипе. Е, ансатраххӑн каласан, чӑвашла. Ҫав чӗлхене ӑслав тӗнчинче пулхӑр чӗлхи е вӑтам пулхӑр чӗлхи теҫҫӗ.


Вӑл чӗлхене паянхи ӑслав тӗнчинче пурте пит аван пӗлеҫҫӗ.


Ҫав вӑхӑтрах вӑл чӗлхен ятарласа ӑсталанӑ сӑмахсарӗ паянхи кунччен те ҫук пулас.


Ҫапла вара кирек кам та хӑй умне ҫавнашкал сӑмахсар ӑсталас тӗллев лартма пултарать. Паллах, ятарлӑ пӗлӳ, хӑнӑху тата ытти майсем пур пулсан.


Ҫапла каларӑм-ха та, анчах тепри хирӗҫлеме те пултарӗ. Мӗншӗн тесен сӑмахсара ӑсталама, — пӗлӳсӗр пуҫне, — ҫыннӑн вӑй-хал, сывлӑх, вӑхӑт, тӑрушулӑх, мул ҫителӗклӗ пулмалла. Вӗсем вара никамӑн та ытлашши мар, никамӑн та ҫав тӗлӗшпе ҫӑл тухса тӑмасть. Туса ирттернӗ ӗҫшӗн кам укҫа тӳлӗ? Пурне те песплат туса ларсан, вапше кӗлмӗҫе тухма пулать.


Ку — чӑн та ҫапла. Ҫапах та камӑн та пулсан ҫак ӗҫе те тумаллах.


Атту епле пулса пырать-ха? Хальхи чул юпасемпе ҫыхӑннӑ тӗпчев ӗҫӗсене пӗтӗмпе тенӗ пекех тутарсем туса пыраҫҫӗ темелле. Чӑвашран, хамӑр ятран, тунисем ҫукпа пӗрех. Малҫӑлкуҫсемпе ӗҫленисенчен Ашмарина ҫеҫ асӑнма пулать пуль.


Паянхи куна ҫитиччен мӗнпурӗ 400 яхӑн чул юпа тупса палӑртнӑ. Ытларахӑшӗ, каларӑмӑр ӗнтӗ, Р,Л-чӗлхеллӗ. Вӑт ҫав юпасем ҫинчи мӗнпур сӑмахсене шута илсе алфавитпа килӗшӳллӗн ҫырса тухмалла. Ӑслав стандарчӗсене мала хурса, паллах. Вӑт ҫавӑ пулать те ӗнтӗ хайхи сӑмахсар.


Темӗнле ӑнсӑрт таблицӑсем ӑсталанипе ҫеҫ ҫырлахса пурнас марччӗ.


Хӑвӑрах шутласа пӑхӑр. Н.И.Ашмарин, акӑ, патша саманинче цензор пулса ӗҫленӗ. Нимӗнле кафедра та, нимӗнле тӗпчев институчӗ те пулман унӑн. Паянхи куҫпа пӑхсан, дилетант теме те пулать, — Лазарев институтне пӗтернӗ пулин те.


Ҫапах та Ашмарин "Болгары и чуваши", "Тезаврус лингве чувашорум" тата ытти япаласем те ҫырмашкӑн майсем тупнӑ. Мӗншӗн паянхи ҫынсен унран тӗслӗх илес мар?

Сӑмахсар тумалӑх сӑмахсен йышӗ пур-и-ха чул юпасем ҫинче?
Пур. Ҫителеклӗ. Ман шутпа темиҫе ҫӗр сӑмах пухӑнма пултарать.
Тепӗр тесен, сӑмахсар вӑл яланах сӑмахсар. Йыш хуть те мӗн чухлӗ пулсан та.
Урӑх енчен те пӑхас пулсан, чул юпасемпе ҫеҫ ҫырлахмасӑр, куршӗри финн-угор чӗлхисенчи булгаризмсене шута илме пулать. Ҫапла майпа авалхи чӑваш чӗлхинчи чылай сӑмахсене ятарласа реконструкцилемелле. Унашкал сӑмахсене уйрӑм ушкӑна пуҫтарса каллех ятарлӑ сӑмахсар ӑсталамашкӑн май пур. Паллах, чул юпасем ҫинчи сӑмахсемпе пӑтраштарса ямалла мар унашкаллисене. Реконструкциленӗ сӑмахсене, пӗлетпӗр ӗнтӗ, сӑмах умӗн, ҫӳлтен, ятарлӑ ҫӑлтарпа паллӑ таваҫҫӗ. Калӑпӑр, ак ҫапла: Пычалзе — *Пӑшалҫӑ — Сунарҫӑ. Е тата: Сарзе — *Ҫарҫӑ — "Воин".
Читайте нас: