Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕнчере
2 Октябрӗн 2019, 16:11

Ĕмĕтсене пурнăçлама нихăçан та кая юлмастăн

Çак хĕрарăмсем 50 çултан иртсен пурнăçне тĕпрен ылмаштарнă. Вĕсене нимĕнле усал сăмах та, çынсем ăнланманни те кансĕрлемен. Вĕсенчен кашнийĕ ăнăçу патне хăюллăн утăм тунă та телейлĕ пулнă.

Анна Мэри Мозес 76 çул тултарсан картинăсем ÿкерме пуçланă. Унăн пурнăçĕ йывăр пулнă. Хĕрарăм урăхла пулма пултарни пирки малтан пĕрре те шухăшламан. Малтан вăл тĕрлĕ фермăсенче ĕçленĕ, унтан хăйĕн ферминче. Каярахпа ĕçе ывăлĕ хăй çине илнĕ. Аннăн пушă вăхăчĕ нумайлансан вăл тĕрлеме тытăннă, унтан аллине киçтĕк тытнă.

Рут Флауэрс 68 çулта клубра ди-джей пулса тăрăшма пуçланă. 58 çулта чухне унăн упăшки вилнĕ, хĕрарăм преподавательте вăй хума тытăннă. Вăл студентсене Чарльз Дикенс творчестви çинчен каласа панă. Мăнукĕн çуралнă кунне çĕрлехи клубра палăртнă хыççăн ди-джей пулма шут тытнă.

Нина Миронова 64 çулта профессионалллă йога преподавателĕ пулса тăнă. 50 çултан иртсен Нина випасаннăпа вунăкунлăх семинара лекнĕ, çав кун унăн пурнăçне тĕпрен улăштарнă. Вăл çынсене вĕрентме тытăннă. Чиновникран телейлĕ хĕрарăм пулса тăрасси патне çитернĕ йывăр çула утса тухнă.

Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.

Нина Миронова. / Фото: www.anyfad.com


Читайте нас: