Климатолог шучĕпе, ун чух хуласенче уçă вырăнсем юлмаççĕ, тӳремсемпе бульварсен тăррисене витеççĕ, парксемпе урамсенче пысăк йывăçсем ӳсеççĕ. Çынсем ытларах урамра çӳреме тăрăшĕç, мĕншĕн тесен шăрăха пула хваттерти пӳлĕмсенче сывлама çук пăчă пулĕ, электроэнергие перекетлес шутпа кондиционерсемпе усă курма чарĕç. Автомобильсемпе транспортсен шучĕ тăрук чакнипе халăх ытларах çуран çӳреме тытăнĕ, çавăнпа симĕс курăкпа чечексем клумбăсенче кăна ӳсĕç. Асфальта шурă чулпа улăштарĕç, çурт стенисене хĕвел çутинче çутатакан материалсемпе витĕç. Юханшывсем хĕрринчи тата çӳллĕ çуртсен сулхăнĕнче вырнаçнă çуртсем чи хаклисем пулĕç, ун чух бассейн, артезиан скважини пур çынсем чи пуяннисем шутланĕç. Сахал тупăшлă, типĕ вырăнсенчен тарнă çынсем чи чухăн районсенче кăна пурăнĕç, пысăк хулара вĕсене ĕçленĕшĕн ун чух ячĕшĕн кăна тӳлĕç.