Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕнчере
24 Ноябрӗн 2020, 15:02

Ҫӗр чӑмӑрӗ патне хаклӑ астероид килет

Космос объекчӗ Ҫӗр чӑмӑрӗнчен 4 млн ҫухрӑмра вырнаҫнӑ — ку вӑл, Ҫӗрпе Уйӑх хушшинчи инҫӗшпе танлаштарсан, 11 хут пысӑкрах.

Чӳкӗн 29-мӗшӗнче пирӗн планета ҫумӗпе ҫеккунтра 25 ҫухрӑм иртекен хӑвӑртлӑхпа 153201 (2000 WO107) астероид вӗҫсе иртӗ. Унӑн виҫи тӗрлӗ хаклавсем тӑрӑх 370 метртан пуҫласа 820 метр таран пулмалла.
Космос объекчӗ Ҫӗр чӑмӑрӗнчен 4 млн ҫухрӑмра вырнаҫнӑ — ку вӑл, Ҫӗрпе Уйӑх хушшинчи инҫӗшпе танлаштарсан, 11 хут пысӑкрах.
Астероид Ҫӗр чӑмӑрӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан объектсем шутне кӗрет пулин те, вăл пирӗн планетӑпа ҫапӑнас шанчӑк пысӑках мар. Ҫавах та, космос кӗлетки ӑсчахсене хӑйӗн ытти енӗпе интереслентернӗ — специалистсем хак панӑ тӑрӑх, ун ӑшӗнчи паха тӑпрасен хакӗ 17,4 миллиард долларпа танлашать. Ку хаклӑха шутласа кӑларнӑ чухне спектр анализӗпе усӑ курса тата астероидӑн вӑтамран илнӗ виҫисене шута илсе палӑртнӑ. Маларах ӑсчахсем 153201 (2000 WO107) тимӗрпе, кобальтпа тата никельпе пуян пулнине пӗлнӗ.
Астероида 2000 ҫулта тупнӑ, хӗвел тавра вӑл 318 кун хушшинче пӗр ҫаврӑм тунине палӑртнӑ. Перигейра вӑл Хӗвел патне 30 млн ҫухрӑм таран ҫывхарать, апогейра 243 млн ҫухрӑм инҫӗше ҫитет.
Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫумӗпе 3,1 млн ҫухрӑм ҫывӑхӗнче вӑл тепрехинче 2040 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗнче иртсе кайӗ.
Читайте нас: