Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕнчере
11 Нарӑсӑн 2021, 14:44

Туризма аталантаракан агентство ĕçлеме пуçлать

Агентство туризм индустрине пур енлӗн аталантарассишӗн яваплӑ пулӗ.

Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен Чăваш Республикинче Туризма аталантаракан агентство пулӗ. Ҫакӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Туризма тата хӑнасене кӗтсе илекен индустрие аталантаракан агентство» (кӗскен каласан, «Туризма аталантаракан агентство») автономи учрежденийӗ пачах ҫӗнӗ орган мар. Ӑна республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин «Чӑваш Республикинчи туризмпа культура информаци центрӗ» автономи учрежденин ятне ылмаштарса йӗркеленӗ.
Агентство туризм индустрине пур енлӗн аталантарассишӗн яваплӑ пулӗ. Ҫав шутра — регионӑн туризм брендне сарассишӗн, туриндустрие цифровизацилессишӗн, туроператор тивӗҫне пурнӑҫлассишӗн.
Читайте нас: