Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Xinhua пӗлтернӗ тӑрӑх, апат-ҫимӗҫе сая янипе кӗрешес тӗллевпе Китайра саккун йышӑннӑ — ҫапла майпа ресторана пырса нумай апат саккасланӑ хыҫҫӑн ҫисе яман клиентсене штрафлӗҫ. Ҫӗнӗ саккунпа «апат-ҫимӗҫ каяшӗ» мӗне пӗлтернине палӑртма май пулӗ. Хальхи вӑхӑтра штраф ҫырса парас йӗрке мӗнле пуласси паллӑ мар-ха. Ҫав шутра апат каяшӗшӗн тӳлемелли виҫе те. Саккунӗ вӑя ӑна пичетленӗ хыҫҫӑн кӗрӗ.
Ҫӗнӗ саккуна апат-ҫимӗҫе ытлашши тӑкакланипе кӗрешес тӗллевпе йышӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра Китай хулисенче кашни кун 50 тонна апат-ҫимӗҫ каяшӗ пулса пырать. Халӑх представителӗсен Пӗтӗм Китай пухӑвӗнче (Патшалӑх Думин аналогӗ) пӗлтернӗ даннӑйсем тӑрӑх, Китай хулисенче ҫулсерен пурӗ 18 миллиард килограмм апат-ҫимӗҫ тӑкакланать.