Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Тĕнчере
16 Июлӗн 2021, 10:32

Археологсем Британире IX ӗмӗрти чи авалхи патша ҫуртне тупнӑ

Ӑсчахсем Аслӑ Британире 12 ӗмӗр каялла ҫын аллипе чавса тунӑ ҫӗр хӑвӑлне — авалхи пурӑнмалли вырӑна — тупнӑ. Тӗпчевҫӗсен шучӗпе ӑна «ирӗксӗрлесе тунӑ ваттисен ҫурчӗ» пек ятарласа астултан кӑларса сирпӗтнӗ акӑлчан-саксони патши валли тунӑ.  

Археологсем Британире IX ӗмӗрти чи авалхи патша ҫуртне тупнӑ
Археологсем Британире IX ӗмӗрти чи авалхи патша ҫуртне тупнӑ

Ӑсчахсем Аслӑ Британире 12 ӗмӗр каялла ҫын аллипе чавса тунӑ ҫӗр хӑвӑлне — авалхи пурӑнмалли вырӑна — тупнӑ. Тӗпчевҫӗсен шучӗпе ӑна «ирӗксӗрлесе тунӑ ваттисен ҫурчӗ» пек ятарласа астултан кӑларса сирпӗтнӗ акӑлчан-саксони патши валли тунӑ.

Акӑлчан-саксонин тӑххӑрмӗш ӗмӗрти пуҫлӑхӗн, ун умӗнхи икӗ патшана вӗлерсе Нортумбри астулне йышӑннӑскерӗн, Нортумбрири Эрдвульф патшан кун-ҫулӗнче, ҫак инҫетри ҫӗр хӑвӑлне ӑсатиччен хӑйне вӗлерме хӑтланни те, икӗ хутчен тронран хӑтарма хӑтланни те пулнӑ.

Ҫиччӗмӗш, саккӑрмӗш тата тӑххӑрмӗш ӗмӗрсенче Англи сахалтан та ҫичӗ пысӑк патшалӑхран тӑнӑ, вӗсене 200 яхӑн патша ертсе пынӑ пулнӑ, вӗсенчен 16% вӗлернӗ, ҫавнашкал процентах ҫапӑҫура пуҫне хунӑ, 33% патнелле ирӗксӗрлемесӗр астула пушатнӑ. Шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: вӗсенчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ кӑна влаҫран хӑйсен вилӗмӗпе кайнӑ.

Пур патшалӑхра та еткерлӗх йӗркине тивӗҫлӗ шайра палӑртман пулнӑ — ҫавна пула вырӑнти дворян ҫемйисем влаҫшӑн ҫуннипе час-часах пӗр-пӗрне вӗлернӗ. Унсӑр пуҫне, лару-тӑрӑва тата ытларах йывӑрлатас тесе, хӑш-пӗр акӑлчан-саксони патшалӑхӗсем (тата ют ҫӗршыври политика пӗрлӗхӗсем) ҫак тупӑшупа усӑ курса хӑйсен витӗмне анлӑлатма тӑрӑшнӑ.

Нумаях пулмасть асӑрханӑ ҫӗр хӑвӑлӗнчи ҫурта акӑлчан-саксони патши валли пурӑнма юрӑхлӑ тума тивнӗ; вӑл влаҫа килни тата унӑн политикӑлла вилӗмӗ ҫывхарни, ахӑртнех Нортумбринчи шалти политикӑлла хирӗҫӳсемпе ҫеҫ мар ҫыхӑннӑ, кунта вӑхӑтлӑха чӗрӗлнӗ Рим империпе (Аслӑ Карл никӗсленӗ Франксен империйӗ) Англири чи хӑватлӑ Мерси патшалӑхӗ хушшинчи геополитика тупӑшӑвӗ те пулнӑ.

«Ку ҫурта тупни акӑлчан историйӗнчи уйрӑмах кӑсӑклӑ та канӑҫсӑр тапхӑра ҫутатма пулӑшать», — каласа парать Дарем университетӗнче вӑй хуракан вӑтам ӗмӗрсенчи тӗн палӑкӗсен специалисчӗ Дэвид Петтс доктор.

Ҫемҫе хӑйӑр ӑшӗнче касса хатӗрленӗ комплекс Кӑнтӑр Дербиширти Формаркпа Инглби ялсем хушшинче вырнаҫнӑ. Ҫӗр хӑвӑлӗсене чылай вӑхӑт хушши XVIII ӗмӗртисем тесе шутланнӑ, анчах та «Proceedings of the University of Bristol Spelaeological Society» журналта пичетленнӗ археологи тӗпчевӗ вӗсем чӑннипе акӑлчан-саксонсен пулнине палӑртнӑ.

Проекта ертсе пыракан Эдмунд Саймонс археолог, Патшалӑхри ял хуҫалӑх университетӗнче тӑрмашаканскер, ҫапла пӗлтерет: «Эпир асӑрханӑ япаласем тӑрӑх Дербиширти ҫак пӗчӗк чул ҫурта ахӑртнех тӑххӑрмӗш ӗмӗрте тунӑ, маларах шутланӑ пек, вунсаккӑрмӗш ӗмӗрте мар. Урайӗ, алӑкӗсем, тӑрри тата чӳречисем тӗрӗс тӗкел упраннӑран ӑна Асли Британири чи авалхи интерьер теме пулать».

#тӗпчевсем, #археологи, #археологсем, #тӗнчере, #Аслӑ Британи, #истори

Автор:
Читайте нас: