Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕнчере
24 Кӑрлач , 12:10

«Дюймовочка» ача садĕнче Пингвинсен кунне ирттернĕ

Январӗн 20-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери пингвин кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

«Дюймовочка» ача садĕнче Пингвинсен кунне ирттернĕ
«Дюймовочка» ача садĕнче Пингвинсен кунне ирттернĕ

Январӗн 20-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери пингвин кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. «Дюймовочка» ача сачӗн ушкăнĕсенче ҫак куна халалланӑ мероприятисем иртнĕ. «Непоседы» ушкӑнра «Пингвин кунӗ» иртнӗ. Асӑннӑ мероприятин тӗллевӗ — чи тӗлӗнмелле вӗҫен кайӑксен пурнӑҫӗ ҫинчен пӗлесси, пингвинсем пурӑнакан вырӑнсене тимлӗх кӗртесси тата вӗсен шутне упрасси. Г.М. Сабитова воспитатель ачасемпе «Пингвинсем тӗлӗнмелле кайӑксем» темӑпа калаҫу ирттернӗ. Ачасем пингвинсем кӑнтӑр материкра  Антарктидӑра, ӗмӗр шӑн тӑракан ҫӗрте, пурӑнни ҫинчен пӗлнĕ. Ачасем "Пингвинсем пирӗн патра хӑнара" аппликаци ӗҫӗсем пурнӑҫланă, "Хăш пингвин хӑвӑртрах чупса ҫитет" эстафета вылянă.

Ҫак мероприятисене пула воспитанниксем пирӗн планетӑна, ҫутҫанталӑка, тискер кайăксене, вӗҫен кайӑксене упрама кирлине тепӗр хут ӗненнӗ.

#ВсемирныйДеньПингвина

Сăнÿкерчĕкĕсем: «Дюймовочка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public210640610

 

 

 

 

 

 

«Дюймовочка» ача садĕнче Пингвинсен кунне ирттернĕ
«Дюймовочка» ача садĕнче Пингвинсен кунне ирттернĕ
«Дюймовочка» ача садĕнче Пингвинсен кунне ирттернĕ
«Дюймовочка» ача садĕнче Пингвинсен кунне ирттернĕ
«Дюймовочка» ача садĕнче Пингвинсен кунне ирттернĕ
«Дюймовочка» ача садĕнче Пингвинсен кунне ирттернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: