Çутă çул
+12 °С
Ясно
Тăван чĕлхе
30 Апреля 2019, 12:16
Чĕлхе çинчен
«Кала, юлташ, мĕн хаклă саншăн Хальхи пуян çак тĕнчере?» —
Тесе ыйтсан, сывламăп ассăн,
Эп калăп пат:
ТĂВАН ЧĔЛХЕ!
Унпа чĕвĕлтететĕп эпĕ
Ик-виçĕ çулхи ачапа,
Кун-çул пирки хĕрсех пуплетĕп
Хура-шур курнă ватăпа...
Атте-анне чĕлхи, çиç ĕмĕр!
Эп сансăр — хăрăк тунката...
Чĕлхе пулсассăн та ЧĔЛХЕСĔР,
Эп СУККĂР, куç пулсассăн та.
Александр Савельев-Сас
Читайте нас