Çутă çул
-1 °С
Юр
Пур хыпар та
Тăван чĕлхе
12 Сентябрӗн 2019, 11:11

СМС-ҫырусем те чӑвашла ҫырма май пур

Хальхи вӑхӑтра нумай ҫын интернетра кӗсье телефон е смартфон, е тата айфон урлӑ ларать. Эпир сире интернетра тата смс-ҫырусем те чӑвашла ҫырма май пурри ҫинчен каласшӑн. Тӑван чӗлхепе ҫырма нимӗнле ятарлӑ хушӑмсем те кирлӗ мар.

Чӑвашла ҫырас тесен малтанах акӑлчанла сарӑм (шрифт) ҫине куҫмалла. Кунта эсир A ҫинче Ӑ, Y ҫинче Ӳ, E ҫинче - Ӗ, C ҫинче Ҫ тупма пултаратӑр. Чӑвашла сас паллине кӑларас тесен кирлӗ сас палли ҫине ытларах пусса тӑрӑр.

Кунсӑр пуҫне Android валли ятарлӑ сарӑм пур. Тӗслӗхрен, ҫакӑнтан https://play.google.com/store/apps/details?id=kl.ime.oh телефонӑрсенче чӑвашла ҫырмалли программӑна лартма пултаратӑр. Хыҫҫӑн вара тăван чӗлхепе ҫырма чӑвашла плагин лартмалла https://play.google.com/store/apps/details?id=klye.pl... Кайран программине уҫсан, «Чӑвашла» тенине суйласа илмелле. Программӑна лартас пирки пулӑшу кунта: http://vk.com/video-26141624_167356592

Çaкӑн пирки нумайрах çын пӗлтӗр тесе репост тӑвӑр, туссем!
Читайте нас: