Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Тăван чĕлхе
3 Декабрӗн 2019, 16:12

Дюсянра шежере уявĕ иртрĕ

Кашни çын хăйĕн йăх-тымарĕсене çиччĕмĕш сыпăк таран пĕлмелле

Республикăн 100 çулхи юбилейне чысласа ирттернĕ мероприятие сумлă хăнасем чылай пухăннă. «Хĕрлĕ паша» Карим Хакимов çуралнă ялти — Дюсянри ял клубĕнче хăйсен йăх-тымарне тĕпчесе йăх йывăçне тунă 50 ытла ĕç тăратнăччĕ. Кашни палăрма, ыттисенчен уйрăлса тăракан презентаци тума тăрăшнă.

Пушкăрт наци апатне, тумтирне, çемье реликвийĕсене тăратнă выставкăсем тулăх пулнă.

Район администраци пуçлăхĕ Наиль Гатауллин палăртса хăварнă тăрăх, историнчи паллă событи пулнă асăннă уяв.

Наукăпа практика конференцийĕ вăхăтĕнче пушкăртсен мин йăхĕн историйĕ, ку чухнехи пурнăçĕ, аталанăвĕн стратегийĕ пирки докладсем вуланă. Пирĕн районта çав йăха Аит, Йăлпăлактамак, Дюсян ялĕсем кĕреççĕ.

Ярлы Карим пушкăрт поэчĕ пирки уйрăм калаçу пычĕ.

Конкурс çĕнтерÿçисене парнесемпе тата дипломсемпе палăртса хăварчĕç. Акă вĕсем — ачасем хушшинче Радмила Ахмадуллина (ертÿçи Г.Т. Галимова), Вильдан, Алсу, Ринат Файзуллинсем, Алия Мухаметова (ертÿçи Муллагалиева З.З.), Илюза Хамитова (ертÿçи Л.Р. Лутфиева), Алсу тата Кадрия Мухтасимовсем (ертÿçисем Э.М. Мухтасимова, Г.Н. Мухтасимова).

Çитĕннисем хушшинче Гульсина Калимуллина (Аит), Марсия Фазылова (Дюсян), Галия Хамитова (Йăлпăлактамак), Фаниса Камаева (Азнай), Сара Вильданова (Каçкăн), Сарбиназ Сабитова-Асфандиярова (Каныкай), Урал Гатауллин (Дюсян, Бикул).

Айгуль ГАРЕЕВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Айгуль ГАРЕЕВА.
Читайте нас: