Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван чĕлхе
11 Декабрӗн 2019, 16:40

Украинӑри чӑвашсен — ҫӗнӗ ертӳҫӗ

Украинӑри чӑвашсен пӗрлӗхӗсен ҫӗнӗ ертӳҫине суйланӑ. Ҫакӑн пирки унти чӑвашсен пӗрлӗхӗсен ертӳҫинче чылай ҫул тӑрӑшнӑ Надежда Лисовая Фейсбукра пӗлтернӗ.

«Хаклӑ юлташсем тата ентешсем! Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пирӗн ентешлӗхре ырӑ улшӑну пулса иртрӗ. Михаил Люллина манӑн ӗҫе тӑсма килӗшнӗшӗн тав тӑватӑп. Сидоров хӑйӗн кандидатурине сирнӗ, нумай сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Михаил Владимирович ҫак лава туртма килӗшрӗ. Ӑна уншӑн пысӑк тав. Ӑна сывлӑх тата тивӗҫе пурнӑҫлама ӑнӑҫу сунар! Ҫавӑн пекех хамӑн мӗнпур ентеше ҫак ҫулсенче пулӑшса пынӑшӑн, ҫана ӑнланнӑшӑн тав тӑватӑп. Ыррине тата сывлӑх сунатӑп», — тесе ҫырнӑ Надежда Лисовая.

#Украина, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #йӑхташсем
Читайте нас: