Çутă çул
-5 °С
Юр
Пур хыпар та
Тăван чĕлхе
25 Декабрӗн 2019, 16:25

Кашни чĕлхе уникаллĕ тата хаклă

Тĕнчери чĕлхесен пĕтĕм тĕнче фестивальне хутшăнни çинчен

Чĕлхе фестивалĕ — халăх йышлă хутшăнакан культурăпа вĕрену мероприятийĕ, ăна чĕлхесене, лингвистикăна, тĕрлĕ культурăсем хушшинчи çыхăнăва чыслаççĕ. Паян асăннă проекта ЮНЕСКО пулăшнипе тĕрлĕ хуласемпе çĕршывсенче ирттереççĕ.
Эпир те 500 ача шутĕнче унта хутшăнтăмăр. Пирĕн лингвоконцертра пушкăрт, тутар, чăваш, вырăс юррисем янăрарĕç. «Сăвăрсемпе çăлкуçсен» районĕнчи çичĕ асамлă вырăн çинчен каласа патăмăр. Концерт финалĕнче пирĕн район гимнне юрланă чух епле мăнаçланни хумханнине пурне те мантарчĕ. Пире Анголăран килнĕ УГНТУ студенчĕсем А.С.Пушкинăн «Моцарт и Сальери» трагедийĕ тăрăх лартнă постановки питĕ килĕшрĕ.
Мероприятие кайса килме май панăшан пурне те тав тăватпăр.
Анна КУДРЯШОВА,
Юлия ЧЕРНОВА,
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем.
Санÿкерчĕкĕ: авторсен.
Читайте нас: