ШАРШАН / ШАШАН – вут пуленкисен купи. Тĕсл.: Шаршана пĕлсе купаламасан ишĕлет.
ШАТАХ / ШАТАК – шав; пĕрмай; йăлтах. Тĕсл.: Вокзалта кунĕпе çын хĕвĕшет, шатах таçта васкаççĕ.
ШАТУН / ШАТОН – лаша чирĕн ячĕ; лашана вăрçнă чух калакан сăмах; ăнса пыман, алă ларман ĕç. Тĕсл.: Чикан шатунлă лашана та ним мар сутса ярать. «И-и, шатун, тапасшăн тата, хуçу вĕт эп сан, хуçу». Кăранташран йывăртарах япала тытса курманнишĕн лумпа пăр катасси чăн-чăн шатун çав.
ШАШКĂ – мамăк тирлĕ тискер кайăк, норка; хĕрлĕ пулă тытмалли хатĕр. Тĕсл.: Ухмах Ухванеç шапа кӳллинче те шашкăпа пулă тытать.
ШĂВĂÇ / ШУÇ / ШУÇ ÇĔЛЕН – консерва банкисем тăвакан çемçе металл. Пăхăр тĕслĕ хурт. Тĕсл.: Шăвăçран касса кăларнă çăлтăрне Витюк çуни çине çирĕплетсе лартрĕ. Юрпике шуç чуманĕ çине ларсах тарчĕ тет çуркуннерен.