ЧЕПЧЕМ – пĕчĕк кайăк. / ЧЕПЧЕН – шăпчăк.
ЧЕЧЧЕ – тетте. Тĕсл.: Крахьян ачине чечче те илсе парса курман, кӳршĕсеннисемпех выляса ӳсрĕ.
ЧĔМ – сывлани; пурнăç. Тĕсл.: Тухтăр килнĕ çĕре чунĕ-чĕмĕ çукчĕ ĕнтĕ Ултуттин, ӳчĕ те сивĕнме пуçланăччĕ.
ЧĔМЕРЕ – хырăм ыратни; пилĕкрен сиксе ыратса кайни; тытса пăрахни. Тĕсл.: Урăм-сурăм кĕвĕпе урай варринче чĕмере тытнă пек хуçкаланаççĕ.
ЧĔРКĔМĔЛ / ЧĔРĔКĔМĔЛ – ртуть. Тĕсл.: Чĕркĕмĕлтен тунă градусниксем температурăна тĕрĕсрех кăтартаççĕ пек.
ЧĔРЕС – вĕрене е çăка йывăçăн варрине кăларса илсе тунă пичке евĕрлĕ пысăк савăт. Тĕсл.: Хаклă хăнасене пуш алăпа кăларса ярас мар терĕ утарçă, пĕр чĕрес пыл парса ячĕ.
ЧИКЕ – чавса; тăршшĕ виçине те çаплах каланă (чавсаран вăта пӳрне патне çити – 1 чике; 2 чике – 1 хур). Тĕсл.: Чике старик хур сухал, старикĕн сухалĕ çӳллĕшĕнчен икĕ хут вăрăмрах.