ЧĂКĂР – пăяв явма тунă хатĕр. Тĕсл.: Сӳсĕ пур та, чăкăр çĕтнĕ, чăкăр тупăннă та сӳсĕ пĕтнĕ, наянăн ялан сăлтав пур.
ЧĂКĂТ – сыр. Тĕсл.: Хам та асанне пултăм, кукамай пĕçернĕ чăкăт тутине манаймастăп.
ЧĂМ – виткĕçлĕ кăкшăм. Тĕсл.: Нӳхрепрен ăсса тухнă пĕр чăм сăрана илчĕ те тăхлачĕпе мирлешме уттарчĕ.
ЧĂМШĂК / ШĂМШĂК – нумай калаçма юратман çын. Тĕсл.: Ача çуртне лексен Улюшка чăмшăк пулса тăчĕ, ачасем кӳрентерсен те хирĕç шăл шурри те кăтартмарĕ.
ЧĂПĂК – хулă. Тĕсл.: Патша çарĕнче аслашшĕне пăшал чăпăкĕпе хĕнесе вĕлернĕ тет.
ЧĂПĂРККА – пушă. Тĕсл.: Куштан каччă лашине çичĕ вĕçлĕ чăпăрккапа пĕррех туртса çапрĕ, лешĕ тӳрех тапса сикрĕ.
ЧЕНÇКЕ / ЧЕНЧЕКЕ – пулă тытмалли хатĕр. Тĕсл.: Лохнесс кӳллинчи çама тытма каятăп тесе мучи çулталăк ченчеке ăсталарĕ.
ЧЕНĔÇКЕ / ЧЕНĔÇКИ – апатланмалли вилкăсем. Тĕсл.: Яппунсен ресторанĕнче патаксемпе çиме пĕлменнисене ченĕçки параççĕ.
ЧĂХĂМ – кутăн. Тĕсл.: Вăрмантан тухсанах Валян лаши чăхăмларĕ, çавăнпа ачан юлташĕсенчен юлма тӳр килчĕ.