Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван чĕлхе
8 Кӑрлач 2020, 21:11

Чĕлхе пуянлăхĕ (3)

Ш саспаллипе

ШĂРТ – присяга. Тĕсл.: Ывăлĕ хĕсметрен таврăнни те тахçанах, амăшĕ вара шав вăл шăрт тытнине аса илет.
ШЕЙĔК – чалăш. Тĕсл.: Куяна юмахсенче шейĕк куç тесе калаççĕ.
ШЕКЛЕКЕ – чашăк. Тĕсл.: Ăсчахсем çамрăк фараон вилĕмĕн сăлтавне тупнă – чĕркуççи шеклеки хăйпăннипе асапланса вилнĕ иккен.
ШЕКТЕРМЕ – тĕрĕри хĕрес манерлĕ фигура. Тĕсл.: Ал тутри çинчи шектерме усала систернĕн туйăнчĕ.
ШЕЛ – I шаль. Тĕсл.: Сивве пăхмасăр тухса чупрĕ, шел тутăрне те пуçĕ çине уртса кăна ячĕ. II салă. Тĕсл.: Арăмĕ куриччен тĕтĕмленĕ шелне касса чикрĕ те кăмăллăн хурал пӳртне утрĕ.
ШЕРЕМЕТ – язычниксен çын ячĕ тата тепĕр ăнлав – шеллеве тивĕç, мĕскĕн çын. Тĕсл.: Ачине ырă сунакан Шеремет ят хумасть. Тĕсл.: Ох, шеремет, 17 çулхи яш ĕмĕр иртсе кайрĕ пулмалла.
ШЕРĔ / ШИРĔ – тăвар каламан апат. Тĕсл.: Вар-хырăм чирĕпе аптраканăн шерĕ, çусăр апат çимелле.
Читайте нас: